Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ
www.gosuslugi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.gosuslugi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейре пӗчӗкрех ялсемпе хуторсене, кишлаксемпе аулсене те интернет ҫыхӑнӑвӗ ҫитерес ӗҫ малалла пырать.

Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче 100 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан ялсене те тӗнче тетелне тухма май туса пама тытӑнчӗҫ.

2021 ҫулта Чӑваш Енри 5 пӗчӗк яла интернет ҫитернӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра 4G ҫыхӑну интернет ҫыхӑнӑвӗ ҫук ялсенчен 10 процентран кая мар вырӑна ҫитмелле.

Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче ҫак енӗпе сасӑлав та йӗркеленӗ. Шупашкар районӗнчи Сархурӑн ялӗнче интернет ҫыхӑнӑвӗ кирлӗ тесе 144 ҫын сасӑланӑ, асӑннӑ районти Моҫҫакасси ялӗшӗн — 89-ӑн, Куславкка районӗнчи Криушшӑн — 81-ӗн, Муркаш районӗнчи Вӑрманкассишӗн — 53-ӗн, Шупашкар районӗнчи Криккакассишӗн — 46-ӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.gosuslugi.ru/inet
 

Республикӑра
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре цифра танмарлӑхне пӗтерессипе ҫыхӑннӑ программӑн иккӗмӗш тапхӑр пуҫланнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь тата Тури Кӑмаша, Елчӗк районӗнчи Энтепе, Пӑрачкав районӗнчи Никулино, Вӑрмар районӗнчи Анаткас ялӗсене интернет ҫыхӑнӑвне ҫитернӗ.

Цифра аталанӑвӗн министерствипе «Ростелеком» организаци 100 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан ялсене 4G технологиллӗ ҫыхӑну ҫитереҫҫӗ. 2022 ҫулта 38 база станцийӗ тума палӑртнӑ.

Цифра танмарлӑхне пӗтерессипе ҫыхӑннӑ программӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче 250 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан Чӑваш Енри 328 яла интернет ҫыхӑнӑвӗ ҫитернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче ҫынсене йышӑннӑ. Ун патне пынисем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. «ЛизаАлерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗ Анастасия Филиппова республикӑри 112 службӑпа килӗштерсе ӗҫлеме ӗмӗтленет. Асӑннӑ организаци ҫухалнӑ ҫынсене шырассипе тимлет. Кӑҫал ҫеҫ 305 ҫынна тупнӑ.

Етӗрне районӗнчи Хурамалӑхри Галина Кольцова та хӑйӗншӗн пӑшӑрханмасть, унӑн чунӗ тӑван тӑрӑхӗшӗн ыратать. Хӗрарӑм Элтепере пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта шыв башнине вырнаҫтарнӑ, анчах скважинӑна тасатман. Унсӑр пуҫне вӑл ялти клуба газпа ӑшӑтса тӑмалла туманнине пӗлтернӗ.

Республика ертӳҫи яваплисене ыйтусене пӗр уйӑхра татса пама хушнӑ. «Скважинӑна тасатассине проектпа пӑхса хӑвармалла пулнӑ. Ӗҫе епле пурнӑҫланине тишкерӗпӗр», — шантарнӑ Элтепер.

 

Ял пурнӑҫӗ

Муркаш районӗнчи кинемейсем ҫӑл чавма тухнӑ. Ирӗксӗртен. Нушаллӑ пурнӑҫ хистенипе.

«Урамра 21-мӗш ӗмӗр, 2021 ҫул, 21-мӗш регионта. Пирӗн ҫар вӑхӑчӗ-им???» – ҫапла пуҫланӑ Фейсбукри хӑйӗн постне Борис Оньков ятлӑ ҫын.

Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче Ленин урамӗнче ҫӑл чаваҫҫӗ. Ҫӑл валли ункӑсене тӳре-шара уйӑрса панӑ.

Фейсбукри пост тӑрӑх эпир ҫакна ӑнлантӑмӑр: Турай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Е.В. Орлов ячӗпе прокуратура унччен асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.

«Асӑрхаттару хучӗ пур, мӗншӗн шыв башнине юсамаҫҫӗ?» – ӑнланмасть пост авторӗ.

Вӑл Фейсбукра ӗнентернӗ тӑрӑх, ялта кинемейсем ҫеҫ. Ҫамрӑксем юлманпа пӗрех, вӗсем ӗҫлеме ют ҫӗре тухса кайнӑ.

Ял тӑрӑхӗнче шыв башнине юсанине ӗнентернӗ, ҫӑла ял ҫыннисем чавас тенӗ-мӗн.

 

Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене ҫак эрнере премьерӑна йыхравлать. Марина Карягина пьеси тӑрӑх лартнӑ «Телей кайӑкӗ» спектакль пӗтсе пыракан чӑваш (тепӗр тесен, ун пекки Чӑвашра ҫеҫ-и?!) ялӗ ҫинчен. Трагикомедие курма театра юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче каймалла.

«Телей кайӑкӗ» спектакль пирки ticketform.ru билет операторӗ ҫапларах ӑнлантарса панӑ: «Арҫынсӑр юлнӑ пӗтсе пыракан ялта пурте хӑй пек телейсӗр, анчах кашнин нуши пӗрлехи инкек пулса тӑрать те, ял-йыш ырлӑхӗпе харпӑр хӑй телейӗшӗн мӗнпурӗ хӑй пӗлнӗ пек тапаҫланма тытӑнать…

Ялта хӗрарӑмсем те ачасем кӑна, колхоз юхӑннӑ, культура вучахӗ сӳннӗ, ӗҫ ҫуккипе арҫынсем инҫете тухса кайнӑ, вӗренекенсем сахаллипе шкула хупасшӑн — ку паянхи Раҫҫейре пурте палласа илекен ӳкерчӗк. Ӑҫта ҫӑлӑнӑҫ, мӗн тумалла шкула сыхласа хӑварас тесен? Паллах, ача шутне ӳстермелле. Анчах… таврара та пӗр арҫын ҫеҫ. Пуҫланать ялта хирӗҫтӑруллӑ пӑтӑрмах! Хветура, ҫӗр ҫултан иртнӗ аптраман кинеми, «килтен писнӗ Куйкӑрӑш кайӑка каялла тавӑрмасӑр ман вилме ирӗк ҫук» тесе шутлаканскер, ялта йӗрке тума пикенет: никам сисиччен мӑнукӗн «алӑран вӗҫерӗннӗ» мӑнукне, Саньккӑна та, хӗрарӑмсене те «вырӑнӗ ҫинчен тӑмасӑрах», соцсетьсем урлӑ, «тӑна кӗртсе» пурӑнать.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче пурӑнакансем чӗрӗк ӗмӗре яхӑн шыв башнисӗр пурӑннӑ. Унччен туни кивелсе ваннӑ та, кайран, самани саккӑрла ҫаптарма тытӑнсан, ун патне никамӑн та ал ҫитмен. Ҫынсем ҫӑлтан шыв ӑсса пурӑннӑ.

21-мӗш ӗмӗрте сӗм вӑрманти евӗр пурӑнас килмест халӑхӑн. Вӗсем вырӑнти Тимеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен Евгений Орловран пулӑшу ыйтнӑ.

Вырӑнти хастар Борис Оньков шухӑшланӑ тӑрӑх, 20 пин тенкӗпех шыв башнине юсама пулӗччӗ, ҫынсем хӑйсемех тӑвӗччӗҫ, анчах техника ҫук.

Тӳре-шара вара самай пысӑк сумма кирлӗ тесе шухӑшлать иккен. Вӗсен шучӗпе, киввине юсаймӑн. Тепӗр тесен, ҫавна хаклама экспертиза ирттермен-ха...

КПРФӑн РФ Патшалӑх Думинчи фракцийӗн ертӳҫин канашҫи Ирина Филатова Евгений Орловпа ҫыхӑннӑ. Вырӑнти пӗчӗк тӳре-шара пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫынсем пустуйранах пӑшӑрханаҫҫӗ. Вӗсен хӑйсем ҫӑл чавнӑ, ялта та ҫӑл пур.

Ирина Филатовӑна ку хурав тивӗҫтермен. Шывпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва епле татса панине вӑл тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.

 

Экономика

Чӑваш Енрен тухса каяс кӑмӑллисен шучӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче пирӗн тӑрӑхран 4 244 ҫын тухса кайнӑ, кунта 3 632 ҫын куҫса килнӗ. Ҫапла вара республикӑра миграцие пула халӑх шучӗ 612 ҫын чакнӑ, ку вӑл 2020 ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен чӗрӗк пай чухлӗ ытларах (пӗлтӗр ҫын шучӗ чакни 458-па танлашнӑ).

Кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра Чӑваш Енрен ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионне 3 635 ҫын тухса кайнӑ, ытти ҫӗршыва — 609 (ҫав шутра СНГ ҫӗршывӗсене — 437). Ют регионсенчен 2 889 ҫын килсе ҫитнӗ, ытти ҫӗршывран — 743.

Хула ҫыннисен шучӗ мигрантсене пула 1 463 ҫын таран йышланнӑ (ҫав шутра Шупашкарта — 1 298 ҫын), ялта халӑх шучӗ 2 075 ҫын сахалланнӑ.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Енри маттур ҫамрӑксене патшалӑх премийӗпе хавхалантарнӑ. 2020 ҫулшӑн ӑна 30 хӗрпе каччӑна панӑ.

Республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑш-пӗр тӗслӗхе уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ. Сӑмахран, Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи культура ҫуртӗнче культорганизаторта тӑрӑшакан Мария Петрова лара-тӑра пӗлмест. Вӑл ялти пурнӑҫ кӑсӑклӑ та хаваслӑ пултӑр тесе тӑрӑшать.

«Эпир тӑвакан ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем, ял клубӗсем каҫхине хупӑ тӑраҫҫӗ тенине муниципалитетсенче пулнӑ май час-часах илтетӗп. Ку вӑл йӗркеллӗ япала мар. Чӑваш Енӗн Культура министерствине культура ҫурчӗсене, ялти клубсене тытса тӑрассине ҫӗнӗлле йӗркелеме хушнӑччӗ», – тенӗ республика ертӳҫи.

 

Ял пурнӑҫӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан хастар та укҫа-тенкӗллӗ ҫынсем хӑйсен шучӗпе кӗпер тунӑ.

Нимелле ӗҫе ялти Ҫӗнӗ урамра пурнӑҫланӑ. Тепӗр тесен, нимелле ӗҫ тӑвас йӑла чӑвашсен ӗлӗк-авалтан пулнӑ-ха. Хӑшӗсем ӑна паян та асра тытаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫал Республика кунне те ҫав чӗнӳпе ирттернӗ.

Карапаш ялӗнчи Ҫӗнӗ урамра кӗпер тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ. «Хамӑр пурӑнакан вырӑншӑн хамӑрӑнах тӑрӑшмалла, пире мӗн нушалантарнине айккинчи ҫын пӗлес ҫук», — шухӑшпа Владислав Самойлов депутат тата вырӑнти хастарсем нимене тухнӑ. Ку ӗҫе арҫынсем икӗ кунта пурнӑҫланӑ.

 

Республикӑра

Пирӗн республикӑна хӑнана килнӗ Елена чӑваш арҫыннисене тек ӗненмессине халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Мӗншӗн шанманнине те уҫӑмлатнӑ.

«Чӑваш Енри Муркаш районӗнчи Кӑпас ялне кӗрсен ял тӑрӑх утса тухас терӗм. Ҫул клуб патне илсе ҫитерчӗ. Эпӗ ун умӗнче уткалатӑп, территорине кӗме хӑратӑп. Кӑштах кӑтрарах ҫӳҫлӗ, ҫырӑ, яштака, илемлӗ сасӑллӑ арҫынна куртӑм. Ӑна сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн клуб пирки ыйтса пӗлтӗм. Ҫурт кивӗ. 1945 ҫулсенчи пек. Арҫын клуб ҫинчен каласа кӑтартрӗ, вӑхӑтлӑха вӑл ӗҫлеменнине пӗлтерчӗ. Хӑй вара клуб территорине пӑрӑнчӗ. Мӗншӗн унта кӗни пирки ыйтрӑм. Клуб хыҫӗнчи пӳртре пурӑнатӑп, унтан киле ҫитме ҫывӑх тесе пӗлтерчӗ. Эпӗ ӗнентӗм. Клуба кӗме май килмерӗ пулин те ӑна урам енчен хӑть ӳкерес терӗм. Анчах клубра сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Арҫын кайнӑ сукмакпа утрӑм. Пӑхатӑп та – ҫуртра пӗр 6–7 ҫын, ял ҫыннисем, эрех ӗҫсе яраҫҫӗ. Вӑт сана, киле каякан чӑваш. Нимле ҫурт та ҫук унта. Ну, чӑвашсем, чее тата!», – пӗтӗмлетнӗ хӑна.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Ҫурла, 02

1928
97
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
70
Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1968
57
Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та